Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Октябрӗн 2019, 09:00

Путин Мускавра Евгений Примаковăн палăкне уçнă çĕре хутшăннă

Паллă патшалăх деятельне Евгений Примакова чысласа палăка ĕнер Мускавра уçнă.

Смоленск площадĕнче РФ МИД çуртне хирĕçле скверта ирттернĕ уявла церемоние РФ Президенчĕ Владимир Путин хутшăннă.

Монумента РФ халăх художникĕ Георгий Франгулян ертсе пыракан авторсен коллективĕ тунă. Примаковăн мăнукĕ, журналист тата Патшалăх Думин депутачĕ Евгений Примаков каланă тăрăх, скульптура йĕри-тавра хунă тăватă чул обелиск Примаков илсе пынă ĕç-хĕлĕн тĕрлĕ енĕсене сăнласа парать — наукăна, разведкăна, пĕтĕм тĕнче хутшăнăвĕсене, правительствăри ĕçне.

Парламентарийĕн шучĕпе, палăк политикăн ĕç-хĕлне пысăка хурса хакланин кăтартăвĕ пулса тăрать.

Евгений Примаков 2015 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче 85 çулта вилнĕ.

ТАСС материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.


#ВладимирПутин
Читайте нас: