Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Октябрӗн 2019, 08:39

Путин Указĕпе Камчаткăра пурăннă арçын ачана вилнĕ хыççăн медаль панă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин тунтикун «За спасение погибавших» медальпе хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕне çăлса хăварнă Радион Буракова вилнĕ хыççăн наградăламалли çинчен Указа çирĕплетнĕ.

Çакăн çинчен Камчатка крайĕн правительствин пресс-службин информацине тĕпе хурса ТАСС пĕлтерет.

2018 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче арçын ачасем вырăнти водозабортан Камчаткăри Мильков районĕнчи Лазо ялне килне таврăннă. Яла çитиччен темиçе километрта вĕсене упа тапăннă, вăл 13 çулхи арçын ачана çĕр çине çапса ÿкернĕ. 15 çулхи Радион тискер чĕрчуна чышса янă та упан тимлĕхне хăй çине илнĕ, юлашкинчен вăл хăй çăлăнса юлайман.

Пресс-службăра пĕлтернĕ тăрăх, край губернаторĕ Владимир Илюхин Мильков районĕнчи пуçару ушкăнĕпе тĕл пулнă вăхăтра (çынсем регион пуçлăхне Радион Бураков паттăрлăхне палăртса хăварма ыйтнă) пуçне хунă арçын ачана патшалăх награди пама ходатайство пама сăмах панă.

ТАСС материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#ВладимирПутин
Читайте нас: