Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
31 Октябрӗн 2019, 08:55

Путин Чилине АТЭС саммитне каймасть

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ноябрь варринче БРИКС (Бразилия, Россия, Индия, Китай, ЮАР) саммитне хутшăнать, анчах Чилине АТЭС саммитне каймасть.

Раççей лидерĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков журналист-сене каланă тăрăх, Президент Бразилинче иртекен БРИКС саммитне кайма планлать, унта вăл виçĕ кун пулать. Асăннă çулçÿрев тепĕр эрнере иртмелле. Кремль представителĕн сăмахĕсем тăрăх, Чилинчи АТЭС саммитĕнче Раççее урăх, çапах та çÿллĕ шайра тăратаççĕ.

БРИКС çĕршывĕсен саммичĕ ноябрĕн 13-14-мĕшĕсенче Бра-зилинче иртмелле.

Владимир Путин Чилине АТЭС саммитне кайманни Сантья-гори тытăçусемпе çыхăнман, шалти мероприятисем питĕ ну-май пулнипе çыхăннă, пĕлтернĕ Песков.

АТЭС саммичĕ ноябрĕн 16-17-мĕшĕсенче пулать.

ТАСС материалĕсем тăрăх.


Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#Владимирпутин
Читайте нас: