Раççей Президенчĕ Путин паян Венгринче ĕçлĕ çулçÿревре пулать, унта вăл Çывăх Анăçĕнчи христиан чиркĕвĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулать, унтан Раççей лидерĕ Калининграда çул тытать.
Раççей патшалăхĕн Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песковăн сăмахĕсем тăрăх, Путин Будапештра Венгрин премьер-министрĕпе Виктор Орбанпа тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе явать, Раççейпе Венгри хушшинчи калаçусем пулаççĕ, темиçе пĕрлехи документсене алă пусаççĕ, Путинпа Орбан пресс-конференцинче сăмах калаççĕ.
Раççей Президенчĕ Будапештра вырнаçнă Пĕтĕм тĕнчери дзюдо организацин штаб-хваттерĕнче те пулса курма шутлать.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.