Уфари кĕнеке лавккисенчен пĕринче Гитлер биографине чысланă кĕнеке сутаççĕ. ТАСС пĕлтернĕ тăрăх, çак факт пирки вырăнта пурăнакансенчен пĕри жалоба панă — вăл çуллах асăннă кĕнекене пуçтарса хума ыйтнă. Факта ПР прокуратури шута илнĕ.
Пушкăртстан прокуратури кĕнекене тĕпчесе тухнă хыççăн тĕрĕслев ирттерме кирлипе кирлĕ маррине палăртать. Енчен те кĕнеке автобиографи даннăйĕсенчен кăна тăрать пулсан, ăна сутма чарма пултараймаççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.