Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Ноябрӗн 2019, 08:23

Кремльте Раççей çыннисем Владимир Путинăн унчченхи пурнăçĕпе нумай интересленни тивĕçлĕ пулăм тесе шутлаççĕ

РФ Президенчĕн пресс-секретарĕн Дмитрий Песковăн шучĕпе, Раççей лидерĕн Владимир Путинăн унчченхи пурнăçĕпе çыхăннă фактсемпе тата документсемпе çынсем чылай интересленнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар.

Çакăн çинчен Кремль представителĕ Санкт-Петербургри историпе политика докуменчĕсен Тĕп патшалăх архивĕн экспозицинче Путина темиçе çул каярах СССР КГБ лини тăрăх панă характеристикăна пуçласа тăратни пирки ăнлантарса пĕлтернĕ.

«Выдающиеся деятели отечественной истории XX-XXI веков» выставкăна политика, çар ĕçĕ, наука, искусствăпа культура сферисенче пысăк çитенÿсем тунă 90 çынна чысланă.

Выставкăра Владимир Путин комсомолеца панă анкета, Валентина Матвиенко тата Георгий Полтавченко анкетисем, Михаила Горбачевăн, Юрий Гагаринăн, Игорь Курчатовăн, Максим Горькин, Казимир Малевичăн çырăвĕсене, сăнÿкерчĕкĕсене, докуменчĕсене тăратнă.

ТАСС материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#Владимирпутин
Читайте нас: