Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Ноябрӗн 2019, 15:20

Лайăх пурăнма чараймастăн!

«Городская среда» федераллĕ парти проекчĕн тĕллевĕ — çуртсене тата килкартисене тирпей-илем кĕртесси

Пишпÿлекре подъездсене юсамалли программа тăрăх виçĕ çуртри сакăр подъезда тĕпрен юсанă. Ĕçсене маларах палăртнă переченьрен, çуртсенче пурăнакансем хăйсем суйласа илнĕ тĕссем тăрăх пурнăçланă. «Башкирские дворики» муниципалитет подпрограммипе çурт таврашĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртессипе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Кунсăр пуçне «Формирование современной городской среды» программăпа ĕçсем пыраççĕ-ха.

Кунта Кăрканта çуран çÿрекенсем валли тратуар туни, Пишпÿлекри Ф.А.Ахметов ячĕллĕ паркра ĕçсем пурнăçланине те кĕртмелле.

Пушкăртстан Республикинче «Городская среда» парти форумĕ умĕн «Городская среда» вунăкунлăх пырать. Çак вунăкунлăх йĕркипе «Единая Россия» парти фракцийĕн членĕсем — Совет секретарĕ Юрий Павлов, Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Ильдар Ситдиков, район администраци пуçлăхĕн ЖКХ тата строительство тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Артур Галеев, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Миляуша Хуснутдинова туса ирттернĕ ĕç пахалăхне тĕрĕслесе тухнă, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă.

Пишпÿлекри Центральная урамра пурăнакан Валентина Варикова каланă тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен, çынсем юсав ĕçĕсене лайăх пурнăçланипе килĕшеççĕ, çапах та хăш-пĕр çитменлĕхсем юлаççĕ-ха.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: