«Паян ку Стерлитамак районĕнчи чи пысăк нумай ачаллă çемье, ун-та сакăр ывăл тата виçĕ хĕр ÿсет», — пĕлтернĕ ведомствăра.
Елена Леонидовна ача садĕнче воспитатель пулса ĕçленĕ, унăн упăшки Андрей Арсентьевич водитель-дальнобойщик пулса ĕçлет. Вĕсен пысăк хуçалăх, унта ĕнесем, кроликсем, кайăк-кĕшĕк нумай.
Елена сăмахĕсем тăрăх, мăшăрсем пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пу-рăнсан мĕнпур йывăрлăхсене çĕнтерсе пулать, ачасем те сывă та телейлĕ ÿсеççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.