Пăслăкра Виталий Васильевича пĕлмен çын çук. Вăл ырми-канми ĕçĕпе ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ.
Виталий Васильевич Комсомол çуралнă кун — 1934 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ агроном пулнă, амăшĕ — тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Вĕсем çемьере сакăр пĕртăван пулнă.
Виталий çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн пĕр вăхăт кĕтÿ кĕтнĕ. 1953 çулта çара кайнă, виçĕ çул Польшăра малтан Т-34 танк механик-водителĕ, унтан Т-55 çар автомобилĕн водителĕ пулнă. Çамрăк каччă çартан таврăнсан Горький ячĕллĕ колхозра ĕçлеме пуçланă.
— Ăçта кăна ĕçлемен-ши эпĕ! Комбайнер та, строитель те, бригадир та пулнă, — аса илет Виталий Васильевич.
30 çул ытла Виталий Капитонов Горький ячеллĕ колхозăн иккĕмĕш бригадин бригадирĕ пулнă. Çав вăхăтра шăпах çак бригада ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă — 23 çул тăршшĕ умлă-хыçлă вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă.
— Пурте тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕ. Ун чухне çынсем пĕр-пĕрне хисеплетчĕç, ĕç вырăнне хаклама пĕлетчĕç. Иван Даниловпа Федор Наумов учетчиксемпе, Виталий Кирилов трактористпа, Николай Даниловпа Виталий Осипов кăшманçăсемпе ĕçлеме хисеплĕ те çăмăлччĕ, — каласа парать Виталий Васильевич.
Анастасия Ивановна мăшăрĕпе вĕсем 33 çул пĕрле кун кунлаççĕ. Ир çут тĕнчерен уйрăлнă пĕрремĕш мăшăрĕпе Анастасия Елисеевнапа та 30 çула яхăн пурăннă.
— Унччен кил хуçалăхĕ пысăкчĕ, халĕ сывлăх хăй çинчен пĕлтерет, — тет Анастасия Ивановна. Çапах та ватăсем ир-ирех ура çинче, хурт усраççĕ, хĕллене мунча валли вутă хатĕрлеççĕ. Ялта ĕç сахал-им!
Виталий Васильевич вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче ÿснĕ, ĕçленĕ, нумайне тÿссе ирттернĕ, анчах ашшĕ-амăшĕ вĕрентнĕ пек, куллен ырми-канми тăрăшнă, тăван çĕре, унăн культурипе йăли-йĕркине шанчăклă юлнă.
Санÿкерĕкĕ: Виталий Капитоновăн архивĕ.