Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
6 Ноябрӗн 2019, 11:22

Путин: çĕр хăвăлĕнчи русофобсем вырăс чĕлхине хирĕç вăрçă пуçланă

РФ Президенчĕ вырăс чĕлхипе Совет ларăвĕнче «çĕр хăвăлĕнчи русофобсем» тата агрессивлă националистсем вырăс чĕлхине хирĕç вăрçă пуçланă тесе пĕлтернĕ.

Путин сăмахĕсем тăрăх, юлашки вăхăтра вырăс чĕлхине тĕнчере йышăнакан вырăнĕнчен искусственнăй йĕркепе, юри, тискер, хăш-пĕр чух пĕр вăтанмасăр кăларма хăтланнине сăнать. Хăш-пĕр çĕршывсенче вырăс чĕлхине хирĕç кĕрешесси хăйне евĕрлĕ наци идейи пулса тăнă тесе хушса хунă.

Çав вăхăтрах Путин вырăс чĕлхине хĕçпăшал тесе каламасса чĕнсе каланă, унсăрăн унпа хĕçпăшала хирĕç кĕрешнĕ пек кĕрешеççĕ. Путин вырăс чĕлхине тĕнчере сыхласа хăварма май паракан икĕ задача лартнă: Раççей çыннисен пĕтĕмĕшле пĕлÿ шайне ÿстермелле, вырăс чĕлхин таврашне чикĕ леш енче пулăшмалли система ĕçлесе хатĕрлемелле.

Унччен маларах РФ премьерĕ Дмитрий Медведев вырăс чĕлхине ют чĕлхе терминĕсемпе вараламалла мар тесе каланă.

Activityedu.ru материалĕсем тăрăх.

Сăнÿкерчĕк: : kremlin.ru

#ВладимирПутин
Читайте нас: