Çутă çул
+7 °С
Облачно
Общество
6 Ноября 2019, 11:24

Радий Хабиров 2020 çулта бюджетниксен ĕç укçине пысăклатма сăмах панă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстанри бюджетниксен ĕç укçине çитес çулта ÿстерме сăмах панă, çакăн çинчен вăл Фейсбук страницинче çырнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
«Çитес çул бюджетниксене ĕç укçи тÿлеме кăçалхинчен 1,6 млрд. тенкĕ ытларах яратпăр, виçĕ çул тăршшĕнче вĕсен ĕç укçи ÿсни 9,7 млрд тенкĕпе танлашать. Çак хушăма кашни асăрхать», — палăртнă регион пуçлăхĕ.

«Башинформ» агентство пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çул тĕлне Пушкăртстанра уйăхри вăтам ĕç укçин виçи 43,5 пин тенкĕпе танлашмалла.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас