Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Ноябрӗн 2019, 18:41

«Ашшĕ-амăшĕ укçа паман — сĕтел хушшине лармастăн!»

8 çулхи хĕрачана пĕр класра вĕренекен ачан амăшĕ тăрăхласа кулнă

Новосибирскри пĕр шкулта 8 çулхи хĕрачана класра чей ĕçнĕ çĕртен хăваласа кăларса янă. Çакна ачасенчен пĕрин амăшĕ хĕрачан ашшĕ-амăшĕ класс валли пухакан кассăна укçа паманшăн тунă.

Милана Кĕрхи бала амăшĕсĕр килнипе (лешĕ больницăра пулнă) усă курса Евгения (ашшĕ-амăш комитечĕн членĕ) хĕрачана аллинчен тытнă та «Эсĕ пуринпе те пĕрле лармастăн, ху илсе килнĕ кексна çи», тесе тĕксе янă. Милана класран макăрса тухса кайнă. Хĕрачана класс ертÿçи курнă та ăна лăплантарса класа илсе кĕнĕ. Евгения каллех Миланăна мĕнрен чей ĕçетĕн, сана стакан памастăп, санăн аму стакан илме валли укçа паман, тенĕ.

Халĕ хĕрачапа специалист ĕçлет, ашшĕ-амăшĕ полицине заявлени çырнă.


Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: