Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
8 Ноябрӗн 2019, 17:50

АУРГАЗĂ РАЙОНĔНЧЕ БАССЕЙН УРĂХ ВЫРĂНТА ПУЛĔ

Толбазă ялĕнчи физкультурăпа сывлăха лайăхлатмалли комплекса урăх вырăнта тăвасси çинчен район администраци пуçлăхĕ предпринимательсемпе иртнĕ тĕлпулура каласа панă.

Район администрацийĕн ертÿçи Зуфар Идрисов предпринимательсемпе тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсен ыйтăвĕсене хуравланă, хăшпĕр малашлăх планĕсемпе паллаштарнă.

Аургазăсене ФОК тăвас ыйту канăçсăрлантарать — строительство ĕçĕсем мĕншĕн чарăннă?

Зуфар Явдатович бассейн пулать тесе шантарнă, анчах ăна урăх вырăнта — район центрĕнчи ирĕкрех территоринче тăвĕç. Вырăнне хальлĕхе палăртман, пĕлтерет «Аургазă хыпарçи».

Объекта çуркунне тума пуçланă, унта 10 млн. тенке яхăн укçа хывнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, ку вырăнта пуласлăхра çынсем канмалли парк зони пулмалла.

«Аургазă хыпарçи».

Сăнÿкерчĕкĕ: «Аургазă хыпарçи».
Читайте нас: