Çакăн çинчен Кăнтăр Корея лидерĕ Мун Чжэ Ин пĕлтернĕ.
«Путин президент Корейăра çывăх вăхăтра пуласса кĕтетĕп», — тенĕ ТАСС агентствине Корея Республикин Президенчĕ.
Патшалăх пуçлăхĕ Раççей лидерĕ Корейăна килни патшалăхсем хушшинчи икĕ енлĕ ĕçлĕ çыхăнăва тĕреклетме хывнă пысăк ĕлĕш пулать, тесе палăртнă.
Раççейри Кăнтăр Корея посолĕ Ли Сок Пэ Владимир Путин Кăнтăр Корейăна хăçан килмелли датăна дипломат каналĕсем тăрăх палăртмалла тесе каланă.
Унччен маларах икĕ çĕршыв президенчĕ Владимир Путинпа Мун Чжэ Ин 2019 çулхи июньте тĕл пулнă, пĕлтерет REGNUM ИА.
Ун чухне Кăнтăр Корея лидерĕ Путин чĕннипе Мускавра виçĕ кун пулнă.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.