Çак ыйтăва «Использование этнических и историко-археологических ценностей в развитии внутреннего туризма» çавра сĕтел вăхăтĕнче сÿтсĕ явнă. Ученăй шучĕпе, халĕ халăх уявĕнче официоз ытлашши нумай, акатуйсен хăйнеевĕрлĕхĕ, экзотики çухалнă. «Йеркеленĕ юрттăсене начальниксем иртсе кайсанах пуçтарма пуçлаççĕ, вырăнта кăна пĕçерекен, хатĕрлекен апат-çимĕçе ресторанти сăйпа улăштарни те вырăнсăр», — çитменлĕхсене асăнать Юлдаш Юсупов. Акатуйра чи начарри —шăрăх çанталăкра ывăнса çÿретĕн, юрттăсене кĕме юрамасть, енчен те эсĕ председатель е начальник тăванĕ пулмасан…
Интернет-сасăлав кĕртме пулать, Акатуйĕнче мĕн курас тенине халăх хăй суйласа илтĕр, çĕнĕ форматсем шухăшласа кăлармалла тата ытти тĕрлĕ интереслĕ вариантсем сĕнет ученăй.