Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
8 Ноябрӗн 2019, 15:49

Пĕтĕм Раççей Халăх çыравĕ Тутарстанри мĕнпур инопланетянсене тупса палăртать

Ытларикун Тутарстан Правительство çуртĕнче журналистсене 2020 çулхи Пĕтĕм Раççей Халăх çыравне мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панă

Çитес халăх çыравĕ çĕршыв историйĕнче 12-мĕш пулать — XIX ĕмĕр вĕçĕнчен шутлама пуçламалла.

— Халăх çыравĕ — халăх шучĕ, çемье положенийĕ, кил хуçалăхĕсен йышĕ, пĕлÿ шайĕ, наци йышĕ çинчен пĕлмелли пĕртен-пĕр уникаллĕ меслет, — палăртса хăварнă РТ Федераллĕ патшалăх статистикин Территори органĕн ертÿçи Наталья Гатауллина.

Вăл Халăх çыравĕ тĕлне Тутарстанра мĕнле хатĕрленни, çырав мĕнле йĕркепе иртесси, переписчиксен ĕçĕ тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăнă.

Наталья Гатауллина халăха çырав ыйтăвĕсене яваплăха туйса хуравлама ыйтнă, унсăрăн «марсиансене» те çырма тивет, тенĕ вăл. Пурте çынсен ăс-тăнĕнчен килет, кунта тĕрлĕ шÿтсем пулмалла мар.

Сăнÿкерчĕкĕ: Фарит МУРАТОВ.
Читайте нас: