Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Ноябрӗн 2019, 08:49

Путин: Раççейĕн уникаллĕ хĕçпăшал пур, анчах вăл унпа никама та хăратмасть

Раççей хăйĕн оборона потенциалне малалла ÿстерет, çапах çав вăхăтрах вăл хĕçпăшалсăрлантармалли процеса стимул парас тесе пурне те тума хатĕр.

Çакăн çинчен РФ Президенчĕ Владимир Путин аслă офицерсемпе прокурорсемпе тĕл пулнă вăхăтра каланă. Раççей çарĕ тата флочĕ çÿллĕ шайри хатĕрлĕхне кăтартса панине те палăртнă президент. Ун сăмахĕсем тăрăх, пирĕн çĕршыв малашне те оборона потенциалне ÿстерме хатĕр, çар дежурствине ытти çĕршывсенче никамăн та пулман ку чухнехи гиперсасă, лазер, ытти вĕр-çĕнĕ оборудовани тăратма пултарать. Çав вăхăтрах Раççейшĕн çакă никама та хăратмалли сăлтав мар, тесе уйрăммăн палăртнă Путин.


Сăнÿкерчĕкĕ: Алексей Никольский/РИА новости.

#Владимирпутин
Читайте нас: