Раççей лидерĕ искусственнăй интеллекта общество аталанăвĕнчи паллă фактор тесе каланă, вăл çынсен кулленхи пурнăçне пысăк витĕм кÿрет кăна мар, ĕç рынокĕн конъюктурине те улăштарать. Путин хальхи вăхăтра пĕтĕм тĕнчипе искусственнăй интеллектпа усă курнин палăрăмĕсем çинчен нумай калани пирки аса илтернĕ. Çак тема питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, шутлать президент.