Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Ноябрӗн 2019, 08:44

Путин Пахмутована юбилейпе саламланă

Раççей Президенчĕ Александра Пахмутова композиторăн концертĕнче пулнă, ăна юбилейпе саламланă.

Владимир Путин Пысăк театр сцени çине хăпарса Пахмутована чечек çыххи парнеленĕ, Андрей Первозванный орденĕпе наградăланă.

"Пирĕн çĕршывшăн тата пирĕн халăхшăн мĕн тунишĕн тав тăватăп. Пирĕн халăхăн темиçе ăрăвĕ сирĕн музыкăпа пурнăç тăршшĕпе пырать тени пĕрре те пысăклатса калани мар", палăртса хăварнă Владимир Владимирович.

Ноябрĕн 9-мĕшĕнче Александра Пахмутова 90 çул тултарнă.


Сăнÿкерчĕкĕ: Илья Питалев/РИА «Новости».

#Владимирпутин
Читайте нас: