Çутă çул
+10 °С
Ясно
Общество
12 Ноября 2019, 03:33

Путин министрсене пурне те грипран прививка васкавлă тума хушнă

Правительство членĕсем гриппа чирлекенсен теветкеллĕх ушкăнне кĕреççĕ, эппин, планпа вакцинаци иртме тивĕçлĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Çакăн пирки Владимир Путин сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова Раççейри эпидемиологи лару-тăрăвĕ пирки доклад тунă хыççăн каланă. Раççейре 55 млн çын (халăхăн 38 %) грипран прививка тунă ĕнтĕ.

Кремльти канашлура Правительство членĕсем тата патшалăх пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçисем пулнă. Путинсăр пуçне грипран прививка тата виçĕ çын кăна туни паллă пулнă. Президента çакă килĕшмен.

«Гриппа чирлерĕн-тĕк — самострел. Мĕнле-ха урăхла? Сыхланма пултарнă — сыхланман. Эпĕ сире çакăн пирки шухăшлама ыйтатăп», — вĕçленĕ Путин.

ТАСС материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#Владимирпутин
Читайте нас