Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Ноябрӗн 2019, 10:56

Кремльте Путин Зеленскипе куçа-куçăн тĕл пулма хатĕрри çинчен пĕлтернĕ

Владимир Путин Украина ĕçтешĕпе тĕл пулма хатĕр, анчах çакăн валли малтан никĕсне хатĕрлемелле.

«Тĕл пулас тесе кăна тĕлпулу» Кремле интереслентермест — çакăн пек ăнлантарнă Раççей Президенчĕн пресс-секретарĕ Казахстанăн экс-пуçлăхĕ Нурсултан Назарбаев «Путинпа Зеленские куçа-куçăн тĕл пултармалла» тесе шухăшне пĕлтернине хуравласа.

Вăл Раççей Президенчĕ Украина пуçлăхĕпе тĕл пулма хатĕрри çинчен каланă, Путин нихăçан та çакнашкал тĕлпулусем пирки хирĕçлемен, анчах та ахаль кăна тĕл пулнинчен усси çук, малтан калаçу тĕлне лайăх хатĕрленмелле. Халĕ Норманди формачĕпе калаçу ирттересси çинче тимлĕхе çивĕчлететпĕр, пĕлтернĕ Дмитрий Песков.


Накануне.RU информаци службин материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#Владимирпутин
Читайте нас: