Çутă çул
+12 °С
Дождь
Общество
13 Ноября 2019, 10:21

Пуринчен те лайăхрах!

Пушкăртстанра пурăнакан ачасене Максим Галкинăн «Лучше всех!» шоуна хутшăнма кастинг ирттереççĕ.

Программăна хутшăнма суйлав Уфара ноябрĕн 23—24-мĕшĕсенче иртет. Кастинга 3 çултан пуçласа 12 çулхи ачасем килме пултараççĕ. «Енчен те сирĕнпе юнашар аслисемпе калаçма ăста, шÿтлеме пĕлекен, пуринчен лайăхрах мĕн те пулин тума вĕреннĕ ача пурăнать пулсан, пирĕн пата килĕр», — теççĕ мероприяти ертÿçисем. Кастинг «Йети» ача-пăча центрĕнче çак адреспа иртет: Уфа хули, Проспект Октября, 34, 3-мĕш этаж.


«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас