Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
13 Ноябрӗн 2019, 11:09

Путин БРИКС саммитĕнче Модипе, Си Цзиньпинпа тата Болсонарупа тĕл пулать

РФ Президенчĕ Владимир Путин Бразилинчи БРИКС саммитĕнче паян Инди премьер-министрĕпе Нарендра Модипе, КНР председателĕпе Си Цзиньпинпа тата ыран Бразили президенчĕпе Жаир Болсонарупа тĕл пулать, пĕлтернĕ Раççей лидерне пулăшаканĕ Юрий Ушаков.

Çавăн пекех вăл ЮАР президенчĕпе саммит вăхăтĕнче Сирил Рамафосапа Путин уйрăм тĕл пулма планламанни пирки каланă.

РИА Новости материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#Владимирпутин
Читайте нас: