Урамра килсĕр, выçлă-тутлă çапкаланса çÿрекен чĕрчунсене курсан, ялан Антуан де Сент-Экзюперин «Маленький принц» юмахĕнчи сăмахсем аса килеççĕ: «Мы в ответе за тех, кого приручили». Шел, анчах çынсем тĕрлĕрен сăлтавсене пула килте усранă кушаксемпе йытăсене кăларса ывăтаççĕ. Ытларах чухне çакнашкал чĕрчунсем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Енчен те урамра килсĕр çапкаланса çÿрекен чĕрчуна курсан, ăçтан пулăшу ыйтмалла текен ыйту кун йĕркинчен хаман та тухмасть. Çитменнине йытă çынна тапăнать пулсан?
Килсĕр йытăсене тахçанах тытса хупаççĕ. Унччен унашкаллисене вĕлернĕ. Халĕ чĕрчунсем тĕлĕшпе гуманлă мерăсем йышăнаççĕ. Ноябрьтенпе çак çăмăллăха ИП «А.Л.Хуснутдинов «БашВетФарм» хăй çине илнĕ.
— Çынна тапăнакан хуçасăр чĕрчуна асăрхасан, сирĕн хăвăр пурăнакан вырăнти ял Советне заявлени çырмалла. Заявкăсене пире ярса параççĕ. Вара эпир палăртнă вырăна пырса чĕрчуна тытатпăр. Унтан вăхăтлăха Буздякри питомника илсе каятпăр. Унта кирлĕ мĕнпур ветеринари профилактика мероприятийĕсене ирттереççĕ. Хаяр та урнисене вĕлереççĕ, сыввисене кирлĕ мĕнпур прививкăсем тăваççĕ, — каласа пачĕ уйрăм предприниматель представителĕ. — Халĕ килти мĕнпур чĕрчунсене бирковани ирттереççĕ. Бирковани туманшăн хуçисем явап тытаççĕ.
Йытăсемпе кушаксене тытнин тĕллевĕ чĕрчуна вĕлерессинче тата хуçисене явап тыттарса штраф тÿлеттерессинче мар, районта пурăнакан халăх хăрушсăрлăхне тивĕçтересси.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.