Раççейре темиçе çултанпа балансланă макроэкономика политикине илсе пыраççĕ, патшалăх финансĕпе яваплăх туйса тыткаланаççĕ, банк тата кредит рынокĕсен стабиллĕхне пулăшаççĕ, экономикăн тĕп секторĕсене хытатма тăрăшаççĕ Çавна май çĕршыв экономики рецессие анса ларассинчен çăлса хăварма пултарнă, пĕлтернĕ Путин БРИКС ĕçлĕ форума хупнă церемонинче. Çапах та ВВП ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ хальлĕхе çителĕклĕ тесе шутламастпăр, çавăнпа та çĕнĕ капиталовложенисем валли комфортлă условисем туса пама тăрăшатпăр, хушса хунă Президент.