Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
14 Ноябрӗн 2019, 18:44

Уфара «Мисс International - Ufa» конкурс тĕнчери 12 этнос хĕрĕн илемне кăтартать

Творчество ăмăртăвне Росмолодежь гранчĕн укçи-тенкипе иккĕмĕш çул умлă-хыçлă ирттереççĕ.

Кăçалхи конкурса Пушкăртстан Республикинчи Халăх туслăхĕн çурчĕн 25 çулне халалланă.

Конкурс Гала-финалĕ ноябрĕн 18-мĕшĕнче пулать. Пĕтĕмпе республика территорийĕнче пурăнакан 12 наци представителĕсем хутшăнаççĕ. Финал умĕн «Башинформ» агентствăра пресс-конференци ирттернĕ. Кăçал 60 заявка пулнă, Ангола, Куба, Китай, Армени, Азербайджан, Грузи, Инди, Кыргызстан, Чăваш Ен, Тутарстан, Пушкăртстан, Раççей представителĕсем пулнă. Финала 12 хĕр тухнă. Пухăннисем тутар учпочмакне, вырăс икерчине, чăваш хуплуне, пушкăрт бишбармакне, азербайджан кутапне, ангола кошинэне, грузи хинкалине, армян шаурмине, инди пылак çимĕçне тутанса пăхнă.


«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: