Çитес халăх çыравĕ ыттисенчен чылай урăхларах пулать. Пуçласа вăл цифрлă форматпа иртет. Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн тĕп задачисем пирки районти Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн ыйтăвĕсемпе уполномоченнăйĕ Николай КНЯЗЕВ каласа парать.
— Халăх çыравĕ — чи малтан çĕршыври халăхăн демографи тата социаллă экономика характерĕллĕ тĕрĕс информаци пухни. Вăл тĕрлĕ сферăсенче кирлĕ пулать. Унпа никĕсленсе экономика аталанăвĕн стратегине палăртаççĕ, халăха социаллă пулăшу памалли программăсем ĕçлесе хатĕрлеççĕ.
Çитес халăх çыравĕнче тĕп акцент çĕнĕ технологисемпе усă курассинче пулать. Çынсем хăйсем электронлă çырав хучĕсене çырма пултараççĕ. Килсем тăрăх çÿрекен переписчиксем те планшетпа усă кураççĕ. Çакă Росстата даннăйсене хăвăртрах пĕтĕмлетме май парать.
Районта регистраторсем ĕçленĕ тăрăх карта-схемăсем тунă тата çуртсем пуррипе çуккине палăртнă ĕнтĕ. Районта 9092 çурт, 22722 çын пурăнать, 1623 çурт пушă ларать, 230 çурт çунса кайнă е ишĕлсе ларнă.
Пăслăк, Кăркан, Дема ял Совечĕсенче адрес хуçалăхĕн шайĕ пăшăрхантарать. Пишпÿлек ял Совечĕн территорийĕнче çĕнĕ çуртсем лартнă урамсенче йĕрке тумалла.
Айгуль ГАРЕЕВА çырса илнĕ.