Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Ноябрӗн 2019, 16:04

Лотерейăра выляса илнĕ 18 млн. тенке республика бюджетне куçарнă

Виçĕ çул каярах 18 млн. тенкĕ выляса илнĕ Пушкăртстан çыннине хаман та тупайман, пĕлтернĕ «Столото» пресс-служби.

Телейлĕскер 2016 çулта «Жилищная лотерея» вылявĕн 179-мĕш тиражĕнче 18110695 тенкĕ выляса илнĕ пулнă. Лотерея билетне Пушкăртстанра туянни паллă.

Раççей законĕпе килĕшÿллĕн, енчен те граждансем выляса илнĕ укçа-тенке тираж иртнĕ хыççăн çур çул тата срокĕ тухиччен виçĕ çул тăршшĕнче илме килмесен, ăна бюджета куçараççĕ, — ăнлантарнă «Башинформ» агентствине «Столото» пресс-службинче.


«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: