Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Ноябрӗн 2019, 18:03

Пушкăртстанра арçынсене ашшĕн капиталне тÿлеме пултараççĕ

Пушкăртстанра виççĕмĕш ача çуралсан, ашшĕн капиталне кĕртме планлаççĕ.

Пушкăртстанăн Обществăлла палати проекта халăхпа сÿтсе явма шутлать. Каярахпа, çулталăк вĕçлениччен проекта Раççей Обществăлла палатине ярса пама планлаççĕ.

Хальхи вăхăтра иккĕмĕш тата ун хыççăн çуралнă (усрава илнĕ) ачасемшĕн амăш капиталне тÿлеççĕ. Ашшĕн капиталне виççĕмĕш ачашăн пама планлаççĕ, анчах ачасене пурне те пĕр çемьере официаллă йĕркепе регистрацинче тăракан мăшăрсем çуратсан кăна параççĕ. Закон проекчĕ демографи лару-тăрăвне лайăхлатма тата çемье институтне тĕреклетме пултарать, шутлаççĕ Пушкăртстанăн Обществăлла палатинче. Проекта ырласан, 2020 çултан тÿлеме пуçлама планлаççĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: