Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Ноябрӗн 2019, 08:39

Путин Модие Мускава Çĕнтерĕвĕн 75 çулне палăртма чĕннĕ

Владимир Путин ноябрĕн 13-мĕшĕнче Бразилиара Индин премьер-министрĕпе Нарендра Модипе тĕл пулнă.

Раççей лидерĕ хăйĕн ĕçтешне курма хавас пулнине тата маларах калаçса килĕшнисене пурне те пурнăçланине палăртнă. Çав шутра кăçалхи сентябрьте Владивостокри саммитра калаçнисем те. Тĕрлĕ сферăсенчи икĕ енлĕ пысăк проектсем пурнăçа кĕреççĕ, тенĕ Путин.

Кунсăр пуçне Владимир Путин Моди çитес çул Çĕнтерĕвĕн 75 çулне чысласа ирттерекен мероприятисене хутшăнасса кĕтнине пĕлтернĕ. Инди премьер-министрĕ чĕннине кăмăлласах йышăнни пирки каланă.

«Российская газета» материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#Владимирпутин
Читайте нас: