Путин Санкт-Петербургра Гранин палăкне уçнă çĕрте пулма планлать
РФ Президенчĕ ноябрь вĕçĕнче Даниил Гранин писателе чысласа Санкт-Петербургра лартнă палăка уçнă çĕре хутшăнать пулĕ, пĕлтернĕ журналистсене Раççей кĕнеке союзĕн председателĕ Сергей Степашин Санкт-Петербургри пĕтĕм тĕнче культура форумĕнче.
Пурте Президентăн ĕç графикĕнчен килет. Владимир Владимирович БРИКС саммитĕнчен таврăнсан, палăка хăй уçасшăн пулнине пĕлтерчĕ, каласа панă Степашин.