Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
15 Ноябрӗн 2019, 15:49

Учет — чи кирли

Киров ячĕллĕ кооперативра учет ĕçне тăватă специалист илсе пырать

Хальхи тĕнчере бухгалтери учечĕсĕр пĕр экономика та пурăнаймасть. Пĕр предприяти те — пĕчĕк лавккаран пуçласа акăш-макăш пысăк завод таранччен — бухгалтерсăр пулмасть.

— Хуçалăх пысăках мар пулин те, финанспа учет политики пурпĕр илсе пымалла, — тет СПК ертÿçи Олег Рузаков. — Пĕтĕм ĕç калăпăшне туллин илсе пыраççĕ, документсем йĕркере, отчетсене вăхăтлă параççĕ. Пирĕн патра çуллен студентсем — пулас бухгалтерсемпе экономистсем практика иртеççĕ. Пирĕн опытлă бухгалтерсем вĕсене ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштараççĕ.

Ситекпуçĕнчи бухгалтеринче Алевтина Андреева, Надежда Тихонова, Розалия Минигалиевна тата Елена Ефимова вăй хураççĕ. Вĕсене тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе палăртса хăварнă.

Владимир СМОЛОВ.


Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: