«Эпир ăна Нюта Федермессер ертсе пыракан экспертсен ушкăне чи лайăх вырăн тесе палăртна çĕрте туса лартăпăр. Кÿршĕре çак чăнлăха ăнланман çынсем пурăннине пĕлсен питĕ тĕлĕнтĕм. Чирлекен çынсем сыввисенчен нимпе те кая мар. Вĕсен прависем те сывă çынсенни пекех. Çав шутра, хоспис ункайлă çĕрте вырнаçасси пирки те. Хоспис вали çĕр уйăрма чарасси çинчен ыйтса çырни çак çыру авторĕсен сĕмсĕрлĕхĕ пирки калать», — тесе çырнă республика пуçлăхĕ хайĕн Facebook страницинче.
Кÿршĕре вырнаçнă çуртсенче пурăнакансем тата вĕсен ачисем пысăках мар илемлĕ зданисĕр пуçне урăх нимĕн те курмĕç, палăртнă вăл.
«Пушкăртстан Спарта е фашизм вахăтĕнчи Германи мар. Кунта сывлăх, наци тĕлĕшĕнчен е тата урăх паллăпа никам та хайне кая хунă пек туймĕ. Çакăн пек сăмахсем калама пултарнисен вара мечете, чиркĕве е синагогăна кайса килмелле тата хайсен мораль принципĕсем çинчен уйламалла», — тенĕ Радий Хабиров.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.