Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Ноябрӗн 2019, 15:46

Больница ачана пахалăхсăр медицина пулăшăвĕ панăшăн миллион тенкĕ тÿлет

Туймазăри тĕп район больницин Кандры ялĕнчи район больницине хĕрарăм суда панă, вăл пахалăхсăр медицина пулăшăвĕ панăшăн ăстан енчен тăкака саплаштарма çăхав тăратнă.

Вырăнти прокуратура информацийĕ тăрăх, 2015 çулхи мартра çул çитмен ачан шăлĕ ыратма пуçланă. Амăшĕ хĕрне Кандры ялĕн стоматологи поликлиникине илсе килнĕ.

Пахалăхсăр медицина пулăшăвĕ панине пула çул çитмен ачана ача-пăча РКБ питпе шăл тунин уйрăмĕнче икĕ операци ирттерме тивнĕ. Ача вăрах вăхăт сипленнĕ. Кандры ялĕн поликлиникинче ача-пăча стоматологине тивекен ĕç-хĕл илсе пыма ирĕк паракан лицензи пулманни паллă пулнă. Çакнашкал çăмăллăхсем пама ятарлă кабинет та пулман.

Туймазăри районсем хушшинчи суд больницăна инкек курнă ене миллион тенкĕ компенсаци тÿлемелле тесе решени йышăннă.

Медицина пулăшăвĕ панă вăхăтра ача виçĕ çулта пулнă. Стоматолог ыратакан шăла кăларнă, анчах ача хăйне тата та начартарах туйма пуçланă: ÿт температури ÿссе кайнă, пит çăмарти шыçнă. Врач рентгенпа усă курмасăр ачан тепĕр икĕ шăлне туртса кăларнă. Пациенткăна ним те пулăшман, ăна Туймазă больницине илсе кайнă, унтан Уфана. Хирургсем ачана тăватă операци тунă, унăн пит çăмарти шыçса кайса пÿрленме тытăннă. Юлашкинчен, ачан пуç капташкин пит пайĕ деформациленнĕ.

"Башинформ» материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: