Çакнашкал плансем пирки Турци республикин президенчĕн пресс-секретарĕ Ибрагим Калын каланă, пĕлтерет CNN Turk.
Маларах Турци лидерĕ Реджеп Таийп Эрдоган Вашингтона кайса килнĕ хыççăн хăйĕн Раççей ĕçтешĕпе тĕл пулса Сиринчи лару-тăрăва сÿтсе явма тата Дональд Трамппа ирттернĕ калаçу çинчен каласа пама шутлани пирки пĕлтернĕ. РФ Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков Путинпа Эрдоганăн черетлĕ тĕл пулмалли сăлтавĕ «Турецкий поток» трубопровода хута яни пулма пултарнине пытарман.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.