Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Ноябрӗн 2019, 16:09

Уфара «Наш Бренд» IV Апат-çимĕç фестивалĕ пулать

Ноябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен Уфара «Наш Бренд» IV Апат-çимĕç фестивалĕ пулать.

Вăл Раççей регионĕсенчен производительсемпе поставщиксене пухать.

Пушкăртстан уйрăм экспозици тăратать, унта республикăри фермер тата хресченпе фермер хуçалăхĕсен продукцине тăратаççĕ.

Ĕçлĕ программа йĕркипе сĕт тата сыр производствипе секцисем ирттереççĕ, сывă апатлану тата сывлахшăн усăллă çăкăр тăвассипе çавра сĕтелсем пулаççĕ.

«Наш Бренд» фестивальпе пĕрле пуçласа I «ПродТехЭкспо» ятарлă проект пулать. Унта ялхуçалăх продукцине чĕркемелли тата ĕçлесе хатĕрлемелли оборудованин (хамăр çĕршыври тата Германинчи) анлă экспозицине тăратаççĕ.

ИА REGNUM.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: