Çутă çул
-3 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
19 Ноябрӗн 2019, 15:02

«Хамăр йăх-тымара асра тытмалла»

Степановкăра çуралса ÿснĕ Пантелей Павлова тăван кĕтесĕ вăй-хал парать

Çулсем иртнĕçем кашни çыннăн пурнăç опычĕ пухăнать, кашни хăй çĕр çинче мĕншĕн пурăнни пирки шухăшлать. Вăй-хал тата хавхалану çуралса ÿснĕ вырăнсем параççĕ.

— Атте-анне ялан калатчĕç, тăван çĕре ан ман, ан пăрах тесе, çавна асра тытса кашни çул вăхăт тупса хамăн тăван Степановкăна килсе кайма тăрăшатăп, — тет кăçал 55 çул тултарнă Уфара пурăнакан Пантелей Павлов. — Кунта эпĕ виçе класс пĕтернĕ, вара Слакпуçне юлташсемпе шкула кашни кун унта пилĕк çухрăм, унтан пилĕк çухрăм утнă.

Степановкăра ун чухне лайăх хуçалăхлă 65 килĕ пулнă. 1922 çултанпа вăл Пишпÿлек районне кĕнĕ Слакпуç ял Совечĕн йышĕнче пулнă, 1957 çултан Хушăлка ял Советне кĕнĕ. Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕн даннайĕсем тăрăх, 1959 çулта Степановкăра 110 çын пурăннă. Куйбышев чукун çулĕ çывăх пулнăран ял çыннисенчен чылайăшĕ путеец пулнă. Пантелей ашшĕ Виталий Георгиевич вăтăр çул ытла чукун çул çинче ĕçленĕ. Амашĕ Галина Михайловна Хушăлка ял Советĕнче вăй хунă. Çемьере пилĕк ача пулнă, пурте аслă пĕлÿ илнĕ.

— Вăтам шкул пĕтерсен электричка çине лартăм та хулана авиаци институтне вĕренме кĕме çул тытрăм. Анчах пĕр балл çитмерĕ, — аса илет Пантелей Витальевич. — Киле таврăнма намăс, 50-мĕш техника училищине документсене патăм. Компрессорсемпе насус машинистне вĕренме пуçларăм. Каярахпа пурпĕр авиаци институтне каçхи уйрăма вĕренме кĕтĕм. Кăнтăрла Уфари «Синтезспирт» заводра ĕçлеттĕм. Цех комсоргĕ пултăм..

Пантелей Павлов Байконур космодромра служба иртнĕ.

— Икĕ çул инженер чаçĕнче компрессорщиксен отделенийĕн командирĕ пултăм. Эпир «Буран» и «Энергия» ракетăсене ямалли площадка тунă çĕрте ĕçлекен техникăна тивĕçтереттĕмĕр. Ракетăсем янине те темиçе хут сăнанă. Нимпе танлаштарайми пулăм! Байконкур тюльпанĕсем хаман та куç умĕнче…

Çар хыççăн Пантелей Павлов завода таврăннă. Пушкăрт патшалăх университечĕн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Паллă пушкăрт профессор-этнографĕ Рим Янгузин патĕнче вĕреннĕ. Рим Заниевич ертсе пынипе тăрăшуллă студент «Заселение чувашами башкирских земель в XVII-XVIII веках» диплом ĕçне «питĕ лайăх» палла хÿтĕлет. Ялсем пулса кайнин историйĕ, вĕсен ячĕсем, этнографи проблемисем, паллă ентешсен шăпи ăна халĕ те интереслентерет.

Юстици полковникĕ Пантелей Витальевич Уфари Киров районĕнчи следстви уйрăмĕн следователĕнче вăй хунă. Халĕ Раççей МВД Пушкăртстан Республикинчи Тĕп следстви управленийĕнче тăрăшать.

Этнографи — халăхсем пулса кайни çинчен наука — унăн хобби. Степановкăра ашшĕн çурчĕ ларать, унта вăл пулма кăмăллать.

— Ялта халĕ 11 çуртра 26 çын пурăнать. Степановка ялĕ мĕнле пулса кайни, унăн кун-çулĕ, çыннисем çинчен кĕнеке çырас килет. Ачасем, мăнуксем тата пулас ăрусем пĕлччĕр, — паллаштарать хайĕн ĕмĕчĕпе Пантелей Витальевич.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: авторăн.
Читайте нас: