РФ Президенчĕ Владимир Путин пресс-конференцинче иртнĕ эрне вĕçенче вĕçленнĕ БРИКС (пилĕк çĕршыв пĕрлешĕвĕ — Бразили, Раççей, Инди, Китай тата Кăнтăр Африка) саммитне пĕтĕмлетнĕ. Патшалăх пуçлăхĕ çак пĕрлешĕвĕн тĕнчере йышăнакан ролĕ ÿсни çинчен каланă, Латинла Америкăри хирĕçтăру пирки мĕн шухăшланине, США президенчĕпе тĕл пуласси пирки ыйтăва хуравланă, Украинăпа çĕнĕ газ контрактне тума пуласси пирки ыйтăва хак панă.
БРИКС политикăра кăна мар, экономикăра та стабиллĕх факторĕ пулнине палăртнă, мĕншĕн тесен пĕрлешÿ уçă рыноксемшĕн тăрать, кирек мĕнле протекционизма хирĕç. Кăçал БРИКС «семерка» çĕршывĕсенчен ВВП калăпăшĕпе суту-илÿ паритечĕпе 12 процента иртсе кайнине те асăннă Путин. Çитес çулхи прогнозсем тăрăх, «семерка» çĕршывĕсемпе танлаштарсан, пĕрлешĕвĕн тата 50 трлн доллар ытларах пулмалла.
Çитес çул Раççей «пятеркăра» председатель рольне йышăнать, саммит Санкт-Петербург хулинче иртет. Унта Еврази экономика союзĕн тата СНГ çĕршывĕсене чĕнеççĕ, пĕлтернĕ Владимир Путин
«Российская газета» материалĕсем тăрăх.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.