Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Ноябрӗн 2019, 11:08

Путин Словенинчи РФ çĕнĕ посолне çирĕплетнĕ

Çак должнăçа Тимур Эйвазов йышăнать

РФ Президенчĕ Владимир Путин Словенинчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕн должнăçне Тимур Эйвазова çирĕплетесси çинчен указа алă пуснă. Документ текстне право информацийĕн официаллă сайтĕнче пичетленĕ.

Маларах Тимур Эйвазов Раççей Федерацийĕн Францинчи посольствин советник-посланникĕн должнăçне йышăннă пулнă.

Тепĕр указĕпе Путин Доку Завгаева асăннă должнăçран хăтарнă.

ТАСС материалĕсем тăрăх.


Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#Владимирпутин
Читайте нас: