Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Ноябрӗн 2019, 08:48

Владимир Путин студентсем валли грант шутне 6,5 пин таранччен ÿстернĕ

Вĕсем вăтам сыпăк, бакалавриат, специалитет тата магистратура программисемпе вĕренекенсене пулаççĕ.

Пултарулăхĕпе палăрнă студентсем валли уйăракан грантсен шучĕ 6,5 пин таранччен ÿснĕ. ТАСС пĕлтернĕ тăрăх, тивĕçлĕ указа Владимир Путин алă пуснă.

Грантсен шутне 2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен ÿстереççĕ, вĕсене пĕр е тепĕр ĕç-хĕлте пысăк çитĕнÿсем тунă çамрăк çынсем илме пултараççĕ. 5 пин грантне вăтам сыпăк, бакалавриат тата специалитет программисемпе вĕренекенсем валли уйăраççĕ, 1,5 пин грантне — магистратура программипе.

Грант виçи 20 пин тенкĕпе танлашать, ăна вĕренÿ срокĕ тăршшĕпе кашни уйăхра тÿлеççĕ. Тĕп услови — студент кашни çул укçа-тенкĕ илме тивĕçлĕ пулнине çирĕплетсе памалла.

ТАСС материалĕсем тăрăх.

Сăнÿкерчĕкĕ:pixabay.com
Читайте нас: