Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Ноябрӗн 2019, 11:05

Югра врачĕ Путина ĕç укçи тата çĕтĕк паттинкка пирки çырса янă

Ханты-Манси автономи округĕнчи Мегион хулинчи медик Владимир Тимочко Владимир Путин Президента пĕчĕк ĕç укçи илни тата ĕçе çĕтĕк паттинккапа çÿреме тивни пирки каласа панă.

Вăл видеоыйту çырнă, видеоçырăва илнĕ иккĕмĕш адресат ролик авторĕ ĕçлекен больницăн главнăй врачĕ пулса танă.

25 минут пыракан роликри пăлхануллă калаçăвăн сăлтавĕ медучреждени руководстви ĕçрен пушă вăхăтра квалификацие ÿстермелли курс иртме хушни пулса тăнă. Врачăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Укçа çитерех пытăр тесен, унăн кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме тивет. Тимочко каланă тăрăх унăн ĕç укçи 30 пин тенкĕ, Раççей сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова каланă пек 79 пин тенкĕ мар!

ТАСС материалĕсем тăрăх.


Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#Владимирпутин
Читайте нас: