Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
22 Ноябрӗн 2019, 16:12

2,5 миллион тенкӗ парса машина туянӗҫ.

Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн ертӳҫи валли 2,5 миллион тенкӗ парса машина туянӗҫ.

Автомобиль туянасси ҫинчен калакан пӗлтерӗве сайтра пӗлтернӗ. ЧР Арбитраж сучӗ машинӑна 2,5 миллион тенкӗпе илме кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ.

Машинӑна Раҫҫейӗн пурлӑх комитечӗн фондне парӗҫ. Автомобиле туянма укҫана федераци хыснинчен уйӑрӗҫ.

Машина комплектацийӗнче мӗн пулмаллине те палӑртса хӑварнӑ. Двигатель хӑвачӗ, сӑмахран, 195 лаша хӑватӗнчен пӗчӗк пулмалла мар. Тулли приводлине туянасшӑн. Передача курупки автомат, чӳрече тарласран ятарлӑ тытӑм тата динамиклӑ аудиотытӑм пулмалла.

Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, машинӑна туянма унчченех палӑртнӑ.

«Чăваш халăх сайчĕ» материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: