Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Ноябрӗн 2019, 15:20

Пушкăртстанра криминаллă пурнăçа агитацилекен 33 интернет-сайта хупаççĕ

Гафури район прокуратури криминаллă пурнăç йĕркине пропагандăлакан информациллĕ 33 сайта тупса палăртнă, пĕлтереççĕ Пушкăртстан прокуратурин пресс-службинче.

Сайтсенче ЖКХ çăмăллăхсен счетчикĕсене кирлĕ пек çавăрттаракан магнитсем сутнă.

Портала кам кĕрес тет, çавă кĕме пултарнă, регистраци те, пароль те кирлĕ мар, информаципе кирек мĕнле пользователь те паллашма пултарнă.

«Об информации, информационных технологиях и о защите информации» Федераллĕ законпа уголовнăй тата админстративлă явап тыттарма пултаракан информацие сарма чарать. Çавна май район прокурорĕ суда çăхав янă, информацие Раççей территорийĕнче сарма юрамасть тесе йышăнма, сайтсене блокировка лартма ыйтнă.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: