Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Ноябрӗн 2019, 11:11

Путин: Северодвинскра пуçне хунисем уникаллĕ хĕçпăшал ĕçлесе хатерленĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин Северодвинск таврашĕнче пуçне хунă «Росатом» сотрудникĕсем тĕнчере никамăн та çук йышши хĕçпăшал ĕçлесе хатĕрлени пирки пĕлтернĕ.

Унăн сăмахĕсем тăрăх, вĕсем çĕнĕ ракета установкине сăнав ирттернĕ, унашкалли тĕнчере никамăн та çук. Çакăн пирки «Интерфакс» пĕлтерет.

Президент Раççей малашне те асăннă хĕçпăшала лайăхлатассипе ĕçлесси çинчен каланă.

Çакнашкал уникаллĕ технологисем пурри планета çинчи тăнăçлăх гарантийĕ пулса тăрать, шутлать Раççей пуçлăхĕ.

Информацие Президент пуçне хунисене вилнĕ хыççăн Кремльте Паттăрлăх орденне панă вăхăтра каланă. Наградăна Северодвинск çывăхĕнче сăнав ирттернĕ вăхăтра вилнĕ специалистсен арăмĕсене панă.

Аса илтеретпĕр, асăннă событисем августăн 8-мĕшĕнче Архангельск облаçĕнчи полигонра пулса иртнĕ. Ун чухне «Росатомăн» пилĕк сотрудникĕ вилнĕ, виççĕшĕ суранланнă.

«Интерфакс» материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#Владимирпутин
Читайте нас: