Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Ноябрӗн 2019, 08:46

Раççей никама та тапăнма шутламасть

РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççей хăратни пирки пустуй шухăшласа кăларнă сăмах тесе каланă

Пурте лайăх ăнланаççĕ, Раççей никама та тапăнма шутламасть, «Раççей хăратни» пустуй шухăшласа калани кăна. Çакăн çинчен Владимир Путин «Россия зовет!» форумра каланă.

"Украинăпа проблемăсем пулнине, Крымпа Донбасс йĕри-тавра спекуляци тунине пăхмасăр, Раççей никама та тапăнма шутламаннине пурте лайăх ăнланаççĕ. Евросоюзра миçе çын пурăнать? НАТО çĕршывĕсенче миçен? Вĕсен пĕтĕмĕшле экономикăпа çар потенциалĕ мĕнле? Пустуй сăмах, ăссăр калани, «Раççей хăратни» тесе Раççее хирĕç кĕрешекенсен отрядĕнче малта пыракансен ятне илтес текенсем шухашласа кăларни", — тенĕ Путин.

РИА Новости материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#Владимирпутин
Читайте нас: