Вăхăтĕнче Рим императорĕ Октавиан Август çемье прависене тĕреклетес, ача çуратассине ỹстерес, уйрăлакансен шутне чакарас пирки закон çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн римлянсем 25 çултан пĕрле пурăнса çемьере виçĕ ачаран кая мар çуратмалла, арсăр е уйрăлнă арăмсен тивĕçĕ икĕ çулччен тепĕр хут пĕрлешсе çемье çавăрмалла пулнă.
Болгаринче пурăннă малашлăха курса тăракан Ванга (1911-1996) çапла каланă: "Амăшĕсен пĕлмелле - малашне эсĕ хăвăншăн çеç мар, ачусен харпăрлăхĕ те пулăн. Эсĕ парнеленĕ пурнăçшăн - эсĕ яваплă. Çуратма пултарайманнисем ача усрава илччĕр".