Корнилий патшалăх пуçлăхне пулăшнăшăн тав тунă, юлашки çулсенче 130 яхăн çемье куçса килни çинчен пĕлтернĕ. Старообрядецсем йывăрлăхсене мĕнле çĕнтерни пирки ыйтсан, Корнилий «Справляются с Божьей помощью», тесе хуравланă. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Путин СШАри тата Бразилинчи сакăр старообрядчество общинин пуçлăхĕсене РФ гражданствине парасси çинчен Указа алă пусни паллă пулнă.