Çитес çул Си Цзиньпин Председатель БРИКС тата ШОС саммичĕсене Раççее килет. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа КНР ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕн çумĕ Лэ Юйчэн вĕсем Путин Китая килессе чăтăмсăр кĕтнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл Пекин Раççей Федераципе çыхăнусене пысăк тимлĕх хунине уйрăммăн палăртса хăварнă.