Ҫакăн пек сӗннӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков. Ун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ.
Шупашкарти ертÿçĕсене сити-менеджер транспорт рефор-мине хаклаттарасшӑн.
«Шупашкарта ҫулталӑка яхӑн транспорт реформине ирттеретпӗр. Ку эрнере эпир халӑх, пуҫару ушкӑнӗсен шухӑш-кӑмӑлне пуҫтарӑпӑр. Раштавӑн 2-мӗшӗнче эпӗ хам та общество транспорчӗпе ӗҫе кайӑп. Транспорт реформине хаклӑп», — ҫырнӑ Алексей Ладыков.
Шупашкарти тӳре-шаран автобус-троллейбуспа ӗҫе кайса килмелли куна пӗлтӗр те ирттернӗ. Ун чухне вӑл куна 2018 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче палӑртнӑ пулнă.
#Шупашкар, #транспорт, #троллейбуссем, #тӳре-шара, #автобуссем