Патшалăх пуçлахĕ ашшĕ-амăшĕпе тата тренерĕпе пулас професси пирки «кăткăс дискуссисем» пулнине пытарман. «Кирек мĕнле çамрăк пекех, професси пирки тем те шухăшланă, тĕпченĕ, пăхнă», — тенĕ Путин.
Тĕрлĕ вĕрену заведенийĕсем тăрăх çÿресе, коридорсенче мĕн пулса иртнине, мĕн калаçнине итленĕ, пăхнă, сăнанă, хăйне майлă «примерочная» пулнă çакă. Путин сăмахĕсем тăрăх, енчен те çамрăк çын хăйĕн ĕçне, вырăнне тупсан, результат çĕнсе илес тесен нумай-нумай ĕçлеме хатĕр пулмалла.